Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
5 Мартӑн , 10:00

Ĕпхÿре 490 грамм таякан ачана çăлса хăварнă

Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерстви ытла та пĕчĕк виçеллĕ хĕр ачана çăлса хăварни пирки каласа панă.

Ĕпхÿре 490 грамм таякан ачана çăлса хăварнă
Ĕпхÿре 490 грамм таякан ачана çăлса хăварнă

Ĕпхÿри перинаталлă центрта плацента уйрăлма пуçланипе, амăшĕпе пепкен пурнăçне хăрушлăх кăларса тăратнипе васкавлă кесарево операцине ирттернĕ. Хĕр ача çуралнă чух  490 грамм тайнă, вăл пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă.

Реанимаци тата интенсивлă терапи уйрăмĕнче тухтăрсем ÿпкесене искусствăлла майпа венитиляци, бактерисене хирĕç тата инфузи терапийĕ ирттернĕ, апатпа тивĕçтернĕ. Сиплеве Кулаков ячĕллĕ НМИЦ акушерствăпа гинекологин телемедицина консультацийĕн специалисчĕсемпе канашласа йĕркеленĕ.

Амăшĕ ачипе юнашар пулнă, пĕчĕк виçеллĕ ачасене пăхнă чух кăкăр сĕчĕпе çитерессине, «ÿт çумне ÿт» («кожа к коже»)  меслетпе усă курнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас