Урал сасси
+16 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
24 Марта , 07:00

Аскарово салинче çĕнĕ ача-пăча поликлиники уçăлнă

Абзелил районĕнчи Аскарово салинче çĕнĕ ача-пăча поликлиники уçăлнă. Объекта «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче хута янă.

Аскарово салинче çĕнĕ ача-пăча поликлиники уçăлнăАскарово салинче çĕнĕ ача-пăча поликлиники уçăлнă
Аскарово салинче çĕнĕ ача-пăча поликлиники уçăлнă

Çĕнĕ медицина çурчĕ пĕр смена хушшинче 150 ача йышăнма пултарать. Поликлиникăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 4 пин тăваткал метрпа танлашать.

 - Поликлиника пĕчĕк пациентсене йышăнма хатĕр: кунта кăнтăрлахи стационар, процедура пÿлĕмĕсем, васкавлă пулăшу памалли блок, амбулатори йышăнăвĕн кабинечĕсем, физиотерапипе сиплев физкультури пур. Çавăн пекех 120 вырăнлăх конференц залĕ тата студентсем валли вĕренÿ кабинечĕ вырнаçнă, - каласа панă Пушкăртстанри строительство тата архитектура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Артем Ковшов.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас