Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
25 Мартӑн , 18:00

Хурăн çеçкин тусанне хирĕç çĕнĕ вакцина хатĕрленĕ

«Аллегарда» вакцинăна Раççейри Федераллă медицинăпа биологи агентствин (ФМБА) «Иммунологи институчĕ» патшалăх наука центрĕ хатĕрленĕ. Раççей çыннисем унпа кăçалах усă курма пултараççĕ.

Хурăн çеçкин тусанне хирĕç çĕнĕ вакцина хатĕрленĕ
Хурăн çеçкин тусанне хирĕç çĕнĕ вакцина хатĕрленĕ

Паянхи кун хурăн çеçкин тусанĕпе çыхăннă аллерги чирĕпе кĕрешмелли  эмел АСИТ-терапия (аллерген-специфическая иммунотерпия) шутланать. Вăл организма аллергена хăнăхтарать. Анчах та усси пултăр тесен виçĕ çул сипленÿ курсне иртмелле.

Çак меслетпе танлаштарсан «Аллергадăпа» икĕ сезон сипленсен те çителĕклĕ, усси пĕр хут усă курсан та пулма тивĕç.

Çĕнĕ препаратăн уйрăмлăхĕ унăн молекулярлă тытăмĕнче. Раççей ăсчахĕсем этем организмĕ хурăн чечекĕн тусанĕнчен аллерги  хуравĕ паракан молекулăсене уйăрса илнĕ. Çавна пула эмел иммунлă системăна аллергена тĕрĕс хурав пама вĕрентет.

2024 çулта пациентсем çинче ирттернĕ тĕрĕслевсем лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Чылайăшĕшĕн хурăн чечеке ларнă вăхăт çăмăл иртнĕ, аллерги паллисем вăйсăрланнă е пачах та пулман.

Асăннă вакцина Раççей çыннисем патне çитес çул çитме пултарни çинчен РФ Тухтăрсен пĕрлĕхĕн вице президенчĕ Эрик Праздников пĕлтернĕ.

Пулас технологисен форумĕнче Раççейри Иммунологи  институчĕн ФМБА директорĕ, РФ Сывлăх сыхлав  министерствин тĕп аллергологĕ Муса Хаитов препарата массăллă çаврăнăша кĕртни пациентсене 2027 çулхи сезона хатĕрлеме май парĕ. Мĕншĕн тесен вакцинацие чылай маларах тумалла. Пилĕк инъекцирен тăракан курса пĕр уйăх хушăпа октябрь уйăхĕнчен пуçласа мартчен ирттерĕç.

Специалистсем каланă тăрăх, кăçал çанталăк тăрук ăшăтнăран хурăн чечекĕн тусанĕ апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче тухма пултарать. Тухтăрсем икĕ эрне маларах антигистамин препарачĕсене ĕçме сĕнеççĕ. Хурăн çеçке çурнă чух пан улми, мăйăр, кишĕр, шăмăллă улма-çырла (слива, персик) çиме чарăнарах тăма хушаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем реакцие вăйлатма пултараççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас