Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
6 Апрелӗн , 18:30

«Сывлăх поезчĕсем» çула тухĕç

Пушкăртстанра тепĕр эрнерен «сывлăх поезчĕсем» ĕçлеме пуçлĕç. Çакăн пирки республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин пĕлтернĕ.

«Сывлăх поезчĕсем» çула тухĕç
«Сывлăх поезчĕсем» çула тухĕç

Министр сăмахĕсем тăрăх, апрель уйăхĕн 13-мĕшĕнчен Куватов ячĕллĕ Республикăри клиника больницин территорийĕнчен кардиологи тата стоматологи модулĕсем çула тухĕç.

 - Халĕ графиксем йĕркелетпĕр, маршрутсене палăртатпăр, техника тĕрĕслевĕсене ирттеретпĕр. Çитес тунти кунтан çула тухма хатĕрленетпĕр, - тенĕ Айрат Рахматуллин.

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров муниципалитетсен ертÿçисене медицина ĕçченĕсене ĕçлеме кирлĕ условисем йĕркелеме чĕнсе каланă.

 - Тухтăрсене тимлĕх уйăрăр. Вĕсем 2-3 эрнене килĕç, - палăртнă Радий Хабиров.   

Министр хушса каланă тăрăх, тухса çÿрекен бригадăсен ĕçне медицина колледжĕсен студенчĕсем те хутшăнĕç.

 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас