

Асăннă мероприятисене ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи сывлӑх мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ăнланччӑр тесе ирттереҫҫӗ. Вăл хӑйӗн ырлӑхӗшӗн, сывӑ ÿт-пÿшĕн, ҫирӗп хул-кĕлеткешĕн тӑрӑшакан кашни ҫыншӑн пĕлтерĕшлĕ. Пелепей районĕнчи Ярмулай клубĕнче "Сывлăхлӑ пулсан ĕмĕр вăрăм пулĕ!" («Здоровым быть – век долгий жить!») пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалланӑ мероприяти иртрĕ. Уява ертсе пыракан Людмила Алексеева ачасене сывлӑх пĕлтерĕшне, ҫынсене тĕл пулнӑ чухне мӗншӗн пӗр-пӗрне сывлӑх суннине каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех мероприятие хутшӑннисем физкультурăпа туслă пулмаллине, ытларах вăхăта уҫӑ сывлӑшра ирттермеллине, тӗрӗс апатланмаллине, кун йӗркине пӑхӑнмаллине пӗлчӗҫ. Ачасем "Фанты", "Пысăк скакалка", "Боулинг" вӑйӑсене хастар хутшӑнчӗҫ. Ҫаплах ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсене аса илчӗҫ.