+7 °С
Облачно


Асăннă аппарат чи çĕнни тата чи лайăххи шутланать. Оборудовани диагностикӑна пысӑк тӗрӗслӗхпе тата тӗпӗ-йӗрӗпе ирттерме май парать. Тӗрӗслев процесӗ хӑвӑртланать, унӑн тухӑҫлӑхӗ ӳсет.
«Вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ - граждансен вӑрӑм ӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӑтартӑвӗсене пурнăçа кĕртесси. 2030 çул тĕлне пурнӑҫ тӑршшӗне вăтамран 78 ҫула, 2036 ҫул тӗлне 81 ҫула ҫити ӳстерме палӑртнӑ. Наци проекчĕ пулӑшнипе медицина учрежденийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ, реабилитаци системи лайӑхланать, наци тӗпчев центрӗсен системи аталанать, сывлӑх сыхлавне цифровизацилес ӗҫ пырать.