

Малашне пулăшу укçипе 50 пин ытла çын пурăнакан хуласене ĕçлеме килекен терапевт тухтăрсене, педиатрсене, участковăй, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсене тивĕçтерĕç. Килĕшÿ тăрăх çамрăк специалистсен ПР Сывлăх сыхлав министерстви шутне кĕрекен медицина организацийĕсене тулли ĕç кунне вырнаçмалла. Тÿлев виçи икĕ миллион тенкĕпе танлашать. Ăна икĕ çул хушши, кашни çул пĕрер миллионшар, парса пырĕç.
Тÿлев укçине республикăри 11 хулана – Пелепей, Белорецк, Ишимбай, Кумертау, Мелеуз, Нефтекамск, Октябрьск, Салават, Сибай – ĕçлеме килекенсене парĕç.
Программа Ĕпхÿ хулине пырса тивмест. Унта хутшăнмалли тĕп услови – аслă медицина шкулне пĕтерсенех Раççейĕн ытти регионĕсенчен Пушкăртстана куçса килсе ĕçе вырнаçасси. Тÿлев илнĕ хыççăн тухтăрăн вырăнта сахалтан та пилĕк çул ĕçлемелле. Çак ĕçрен маларах кайсан укçана тавăрса пама тивĕ. Асăннă программăсăр пуçне Пушкăртстанра «Земство тухтарĕ», «Земство фельдшерĕ» федераци проекчĕ ĕçлеме пăрахмасть. Ял тăрăхне куçса килнĕ медицина ĕçченĕсем 500 пинрен пуçласа 1,5 миллион тенкĕ таран илессе шанма пултараççĕ.
Пирĕн MАХри канал - max.ru/ursassi.