Сывлăх сыхлавĕ
24 Апреля , 10:00

«Сывлăх поезчĕ» Юламана çитнĕ

Апрель уйăхĕн 13-22-мĕшĕсенче Авăркас районĕнче йăлана кĕнĕ «Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» медицина акцийĕ иртнĕ.

«Сывлăх поезчĕ» Юламана çитнĕ«Сывлăх поезчĕ» Юламана çитнĕ
«Сывлăх поезчĕ» Юламана çитнĕ

«Кустăрма çинчи поликлиникăн» специалисчĕсем Юламан ялĕнче пурăнакансен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Ял çыннисем «Сывлăх автопоездне» ăшшăн кĕтсе илнĕ. Мĕншĕн тесен тĕрĕслеве аякка каймасăр, пĕр вырăнта иртме май туса панă.

 - Юламанти ФАП тăватă ял çыннисене (Юламанпа Культура, Никольскпа Алексеевка) медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Çав шутра - 376 аслă ÿсĕмри çын, 58 ача. Икĕ кун хушшинче чылай çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеме пултарчĕ. Специалистсем кашни кун 200 ытла пациента йышăнчĕç. Çапла майпа 26 çынра - юнри глюкоза, 17-че - холестерин шайĕ, 38 пациентăн юн пусăмĕ ÿснине тупса палăртрĕç. Пурне те кирлĕ сĕнусем панă, - каласа панă Ольга Кожевникова фельдшер.  

«Сывлăх поезчĕ» «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçа кĕрет. Вăл РФ Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе 2025 çулта вăй илнĕ. Наци проекчĕн тĕллевĕ – çынсен пурнăç тăршшĕне 2030 çул тĕлне 78 çула çити ÿстересси, 2036 çул тĕлне – 81 çула çитиччен.

Авăркас районĕ, Юламан ялĕ.

«Сывлăх поезчĕ» Юламана çитнĕ
«Сывлăх поезчĕ» Юламана çитнĕ
«Сывлăх поезчĕ» Юламана çитнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас