Пушкăртстанра çулталăк пуçланнăранпа 979 çын сăвăс çыртнипе тухтăрсем патне пулăшу ыйтса килнĕ. Çакăн çинчен Роспотребнадзорăн регионти управленийĕ пелтернĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа 979 çынна сăвăс çыртнă
Иртнĕ çул çак тапхăрта паразитсенчен 1659 республика çынни шар курнă. Вĕсенчен 37,5 проценчĕ – ачасем. Тухтăрсем çынсене сăвăс çыртсан медицина учрежденине çитме тата инфекци анализне тĕрĕслев ирттерме кăпшанкăсене илсе килме сĕнеççĕ.