

Çакна вĕсем унăн тутлăхлă хакĕпе клетчатка пысăк пулнипе çыхăнтараççĕ. Ытти çырласемпе танлаштарсан, хăмла çырлинче апат сÿсĕ (пищевые волокна) нумай. Апат сÿсĕ вара апат ирĕлтерекен тытăм ĕçленишĕн тата юнри сахăр шайне çирĕп тытса тăрассишĕн яваплă. Хăмла çырли иммунитета çирĕплетет, апат ирĕлессине çăмăллатать. Унсăр пуçне çырла С, К витаминсемпе, марганецпа тата антиаксидантсемпе пуян. Вĕсем шыççа чакарма, клеткăсене сиенлесрен сыхлама пулăшаççĕ. Эксперстем палăртнă тăрăх, усăллă енĕсем чĕрĕ çырлара та, шăнтнинче те упранаççĕ, çакă ăна тăтăшах çиме меллĕ тăвать.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.