«Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» республика акцийĕ витĕмĕпе куçса çÿрекен медицина модулĕсен тухтăрĕсем Нефтекамск, Элшей, Буздяк, Благовар, Дуван тата Учалă районĕсен ял-салисене çитĕç.
«Сывлăх поезчĕсем» ултă района çитĕç
Çĕнĕ маршрут тăрăх спецалистсем ялсенчи пациентсен сывлăхĕсене май уйăхĕн 11-17-мĕшĕсенче тĕрĕслĕç. Вырăнти халăх тухтăрсем патне черетпе лекме пултарать. Хăвăрпа пĕрле паспорт тата ОМС полисĕ илмелле.