Урал сасси
+19 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
15 Июня , 10:00

Арҫынсем хӗрарӑмсенчен вӑтамран 10 ҫул сахалрах пурӑнаҫҫӗ

Кун пирки правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ. Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тунти кун правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче республикӑра пурăнакан арҫынсен сывлӑхӗн тӗп ыйтӑвӗ вĕсем хӑйсем ҫине явапсӑр пӑхни тесе пӗлтернӗ.

Арҫынсем хӗрарӑмсенчен вӑтамран 10 ҫул сахалрах пурӑнаҫҫӗАрҫынсем хӗрарӑмсенчен вӑтамран 10 ҫул сахалрах пурӑнаҫҫӗ
Арҫынсем хӗрарӑмсенчен вӑтамран 10 ҫул сахалрах пурӑнаҫҫӗ

Вӑл каланӑ тӑрӑх, регионти хӗрарӑмсемпе арҫынсем хушшинчи пурнӑҫ вăрăмăшĕн уйрӑмлӑхĕ 10 ҫулпа танлашать. "Ҫын хӑйӗн сывлӑхӗшӗн яваплӑ пулнине ӑнланмасан эпир ăна нимӗнле кардиоцентрпа та пулăшаймастпăр, — палӑртнă Радий Хабиров. —Çак профилактика ыйтӑвне мӗнле те пулин малалла аталантармалла. Майсем пур пек, анчах ҫын диспансеризацие пымасть. Ӑна пурте калаҫҫӗ: кайса тӗрӗслен,  анчах та вӑл килмест. Кайран вара  — хоп — катастрофа та".

Республика пуҫлӑхӗ асăннă ыйту чи малтан арҫынсене пырса тивнине уйрӑмах палӑртнă. "Эпӗ кашнинчех ҫак темӑпа калаҫатӑп, ку вара чи малтан арҫынсене пырса тивет, мӗншӗн тесен пирӗн республикӑра вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗн уйрӑмлӑхĕ 10 ҫула  çывхарать. Эпир, паллах, хӗрарӑмсем ытларах пурӑннӑшӑн савăнатпăр, анчах арҫынсемшӗн те пӑшӑрханатпӑр", — хушса хунă вӑл. Статистика тӑрӑх, Пушкӑртстанра вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ 75 ҫула ҫывхарать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас