Урал сасси
+16 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
15 Июня , 06:00

Ытлашши виçеллĕ пациентсене сиплемелли меслете ҫирӗплетнӗ

Пушкӑртстанра ытлашши виҫепе кӗрешмелли программа хута яраҫҫӗ, вӑл 2030 ҫулччен ӗҫлӗ. Республикӑри Сывлӑх сыхлав министерстви 2026 ҫулхи июнь уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тулли пациентсене пуҫламӑш медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ парасси ҫинчен калакан программӑпа приказ ҫирӗплетнӗ.

Ытлашши виçеллĕ пациентсене сиплемелли меслете ҫирӗплетнӗЫтлашши виçеллĕ пациентсене сиплемелли меслете ҫирӗплетнӗ
Ытлашши виçеллĕ пациентсене сиплемелли меслете ҫирӗплетнӗ

Тивӗҫлӗ документацире пĕлтернĕ тӑрӑх, мӑнтӑрлӑх статистикин кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ. Раççейри кашни виҫҫӗмӗш аслă çын самӑрлӑхпа  тарăхать. Çак чир  сывлăха ытти йывăрлăхсем илсе килнипе хăрушă. 2024 ҫулта çеç асăннă диагноза Пушкӑртстанра пурӑнакан 49 пине яхӑн ҫынна лартнӑ. Регионта диспансер учетӗнче 25 пин аслă ҫын тӑрать. Пӗтӗмӗшле Пушкӑртстанра мӑнтӑрлăхпа чирлекенсен кӑтартӑвӗ 100 пин çын тĕлне 1201,5  çын килет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас