Пĕр эрне хушшинче васкавлă пулăшу служби 18,6 пин шăнкăрав йышăннă
Пушкăртстанра пурăнакансем иртнĕ эрнере васкавлă медицина пулăшăвĕ ыйтса 18 600 хут шăнкăравланă. Пулăшу памалли вырăнсене çитме 20 минут кирлĕ пулнă тесе пĕлтернĕ республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин.
Пĕр эрне хушшинче васкавлă пулăшу служби 18,6 пин шăнкăрав йышăннă
Контакт-центрсем 54 пин шăнкăрав йышăннă, тухтăрсем патне çырăнакансен шучĕ 603 пин çынпа танлашнă.
Министр хушса каланă тăрăх, санитари авиаципе Куватов ячĕллĕ республикăри клиника больницине пĕр пациента илсе çитернĕ.