Урал сасси
+17 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
25 Июня , 08:00

Республикăри тухтăрсен шучĕ паллă

«Башстат» кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстанра 2024 çулăн вĕçĕ тĕлне 17,7 пин тухтăр тата 38,6 пин вăтам медицина персоналĕн специалисчĕ ĕçлени паллă. Регионта пурăнакансене 635 амбулаторипе поликлиника учрежденийĕ медицина пулăшăвĕ парать.

Республикăри тухтăрсен шучĕ паллăРеспубликăри тухтăрсен шучĕ паллă
Республикăри тухтăрсен шучĕ паллă

Тухтăрсенчен ытларах терапевтсем – 4,7 пин, хирургсем 1,9 пин, стоматологсем – 1,8 пин, педиатрсем – 1,7 пин тата акушер-гинекологсем. Вăтам персонал çапла пайланнă: 70% яхăн – медицина сестрисем, 13% – фельдшерсем, акушерсемпе лаборантсем 5-шер процент.

Сывлăх сыхлавĕпе социаллă пулăшу сферинче уйăхри вăтам ĕç укçи 2026 çулхи пĕрремĕш кварталта 66 355 тенкĕпе танлашнă. Ку Пушкăртстанри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех, анчах çулталăк хушшинче медицинăри тупăш ÿсĕмĕ 10,5% пулнă.

Медицинăна ĕçченсене явăçтарас тĕллевпе республикăра «Земство тухтăрĕ» федераллă, «Пĕчĕк медицина организацийĕсем валли тухтăрсем», «ПР хулисем валли тухтăрсем» патшалăх программисем ĕçлеççĕ.

 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас