

Пушкӑртстанра ҫынсем вилнин тӗ псӑлтавӗ чӗрепе юн тымарӗсем йĕркерен тухни пулса юлать.Республикӑри чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе кӗрешекен программа пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫулта вӗсем ҫине пӗтӗмӗшле вилӗм хисепӗн 38,5 проценчӗ тивнӗ.
Антирейтингăн иккĕмĕш йĕркине усал шыçăсем йышăнаççĕ. 2021 çулта онкологирен вилнисен тÿпи 9,7% пулнă пулсан, 2025 çулта 14,9 % çитнĕ. Урăхла каласан, кашни çиччĕмĕш вилĕм рак шыççисемпе çыхăннă.
Виççĕмĕш позици – тулашри сăлтавсем. Иртнĕ çул вĕсем вилĕм сăлтавĕн 7,0% проценчĕпе танлашнă. Çак кăтарту 2021 çулта 6,5%, 2023 çулта 8,4% пулнă.
Сывлав системин чирĕсенче улшăнусем пулса иртнĕ. 2021 çулта 13,5 процентпа иккĕмĕш вырăн йышăннă пулсан, 2025 çулта 7% юлнă. Апат хуранĕн органĕсен чирĕсем 6,5 процентпа, инфекцисемпе паразит чирĕсем 1,2 процентпа танлашнă.