+17 °С
Облачно


Çитмĕл тăхăр çулхи хĕрарăма юнашар çынсем асăрханă, çăлавçăсем самантрах вырăна çитнĕ. Вĕсенчен пĕри шыва сиксе пенсионеркăна ĕçтешĕпе пĕрле çырана кăларнă.
Хĕрарăм сывламан. Анчах та çăлавçăсен сменинче ялан васкавлă пулăшури пысăк опытлă медицина ĕçченĕ ĕçлет. Ку хутĕнче службăра Флорид Магасумов пулнă. Вăл Кирилл Саитов ĕçтешĕпе пĕрле чĕрепе ÿпке реанимацине ирттернĕ, пенсионеркăн икĕ хутчен чĕри тапма чарăннă пулнă. Пĕр-пĕрне улăштарса вĕсем унăн чĕрине ĕçлеттерсе янă. Васкавлă пулăшу ĕçченĕсене панă чух пациент хăйне начар мар туйнă.