Урал сасси
+19 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
10 Июля , 11:00

Шкулта вĕренекенсен 8% самăр пулнине çирĕплетнĕ

Регионти  эпидемиологи тĕпчевĕсем тăрăх çула çитменнисен хушшинче ытлашши виçеллĕ ачасем пулни çивĕч ыйту пулса тăрать.

Шкулта вĕренекенсен 8% самăр пулнине çирĕплетнĕШкулта вĕренекенсен 8% самăр пулнине çирĕплетнĕ
Шкулта вĕренекенсен 8% самăр пулнине çирĕплетнĕ

Шкул ÿсĕмĕнчи 13,2%  ачан ÿт виçи ытлашши пулнине палăртнă. Республикăри 8,2% шкул ачи самăрлăхпа аптрать. Даннăйсене Сывлăх сыхлав министерствин ведомствисем хатĕрленĕ 2026-2030 çулсенче ача-пăча самăрлăхĕпе кĕрешмелли программăран илсе кăтартаççĕ. Документа обществăлла тишкерÿ иртме ведомство сайтне лартнă.

Программа тăрăх республикăри ача-пăча клиника больницинче самăрлăха сиплемелли ятарлă кабинет уçма, чирĕн йывăр формин реестрне илсе пыма, çулсерен педиатрсен, эндокринологсен, диетологсен квалификацине ÿстерме, пысăк тăхтав вăхăтĕнче хускануллă вăйăсем ирттерме, буфетсенче сиенлĕ апат-çимĕç сутассине чакарма, лекцисем ирттерме палăртаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас