+17 °С
Облачно


Тепĕр 101 472 республика çынни профилактика медицина тĕрĕслевĕ иртнĕ. Пур Раççей çынни те хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеме пултарать. Çынсем 18-тан пуçласа 39 çула çитиччен виçĕ çулта пĕр хутчен медицина тĕрĕслевĕ иртме пултараççĕ, 40 çултан пуçласа диспансеризацие кашни çул иртмелле.
2026 çулта медицина тĕрĕслевне 1987, 1990, 1993, 1996, 1999, 2002, 2005, 2008 çулсенче çуралнисем тата 40 çултан аслисем иртме пултараççĕ. Ыттисен профлактика тĕрĕслевне иртме май пур.