Урал сасси
+17 °С
Дождь
Сывлăх сыхлавĕ
14 Июля , 08:00

Тухтăрсен сĕмсĕрлĕхĕшĕн айăплава хытарĕç

Сывлăх сыхлав министрĕ регион Пуçлăхĕн Радий Хабировăн шухăшне ырланă.

Тухтăрсен сĕмсĕрлĕхĕшĕн айăплава хытарĕçТухтăрсен сĕмсĕрлĕхĕшĕн айăплава хытарĕç
Тухтăрсен сĕмсĕрлĕхĕшĕн айăплава хытарĕç

Пушкăртстанри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин пациентсемпе тÿрккессĕн калаçакан медицина ĕçченĕсен тĕлĕшĕпе çирĕп мерăсем йышăнасси пирки пĕлтернĕ. Çакна вăл республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров оперативлă канашлура медицина ĕçченĕсен хăтланăвĕсене хытă критикленĕ хыççăн каланă.

«Медицина этикипе тата пациентсемпе калаçнипе çыхăннă ыйтусенче манăн позици улшăнусăр юлать.  Пациентсемпе кăнттам, тÿрккес калаçакан медицина ĕçченĕсем, çавăн пекех çапла хăтланни çине куç хупакан ертÿçĕсем тĕлĕшĕпе çирĕп йышăнусем тăвăпăр», - пĕлтернĕ министр.

Вăл пациентпа сăпайлă пулни медицина ĕçĕнчи чи кирли пулнине, ертÿçĕ çак принципсене коллектива çитерме пултараймасан малалла пĕрле ĕçлемессине асăрхаттарнă.

Айрат Рахматуллин медицина учрежденисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура кашни организаци пирки асăрхаттарнисене тĕплĕн пăхса тухнине каласа панă. Тĕрĕслеве çирĕплетмелли учрежденисене палăртнă. Унсăр пуçне, çывăх вăхăтра сывлăх сыхлав системин ĕçченĕсем валли этика тата деонтологи ыйтăвĕсемпе çыхăннă хушма вĕренÿ йĕркелĕç.

Малашне медицина ĕçченĕсен ĕç пахалăхне ПР пуçлăхĕн социаллă коммуникацисен управлени начальникĕ Елена Прочаковская тĕрĕслесе тăрĕ. Вăл кашни тунти кун тухтăрсемпе кĕçĕн медперсоналăн хăтланăвĕсем пирки çăхав килни çинчен пĕлтерсе тăрĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас