Урал сасси
+17 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
16 Июля , 09:00

Пушкăртстана «Онкопатруль» килет

Наци медицина радиологи тĕпчев центрĕн специалисчĕсем республикăна пиллĕкмĕш хут килеççĕ.

Пушкăртстана «Онкопатруль» килетПушкăртстана «Онкопатруль» килет
Пушкăртстана «Онкопатруль» килет

Июль уйăхĕн 16-18-мĕшĕсенче Пушкăртстанра «Онкопатруль» пĕтĕм Раççейри профилактика проекчĕ» пиллĕкмĕш хут иртет. Унăн ертÿçисем – Раççей Сывлăх сыхлав министерствин Радиологи наци медицина тĕпчев центрĕн тата Республикăри клиника онкологи диспансерĕн специалисчĕсем.

Регионти Сывлăх  сыхлав министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, кăçал асăннă проект Нефтекамскри «КАМАЗ» ушкăна кĕрекен ПАО «НЕФАЗ» завода çитĕ. Проектăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 2000 предприяти ĕçченĕ анкетировани иртнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 200 çын федераллă тата регионаллă онкологи центрĕсен специалисчĕсем патĕнче тĕплĕ тĕрĕслев иртĕç.

Программăна консультацисем тата хăрушă шыçăсемпе рак чирĕ умĕнхи лару-тăрăва тупса палăртмалли ультрасас тĕпчевĕсене кĕртнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас