Урал сасси
+25 °С
Ясно
Сывлăх сыхлавĕ
20 Июля , 05:30

Инвестор медицина центрне тăвас ĕçе 44 млн тенкĕ хывĕ

Чишма районĕнче «Гармония» компани 44 млн тенкĕлĕх медицина центрĕ хăпартĕ.

Инвестор медицина центрне тăвас ĕçе 44 млн тенкĕ хывĕИнвестор медицина центрне тăвас ĕçе 44 млн тенкĕ хывĕ
Инвестор медицина центрне тăвас ĕçе 44 млн тенкĕ хывĕ

Проекта правительствăри «Инвестици сехечĕ» канашлура ырланă тата  чи кирлисен шутне кĕртнĕ. Асăннă центр 2028 çулта хăй ĕçне пуçлĕ, унта 13 çын валли ĕç вырăнĕ уçăлĕ.

Малтан инвесторăн республика ертÿçисен çĕр лаптăкне аукцион ирттермесĕр тара парасси пирки хушу илмелле. Аталану корпорацин специалисчĕсем инвестици канашлăвĕнче презентаци тума документсем хатĕрленĕ, район администрацийĕпе кĕмелли çула тăвасси пирки калаçса татăлнă.  Энергетика компанийĕсемпе çурта инженери коммуникацийĕсемпе çыхăнтарасси пирки сÿтсе явнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас