Урал сасси
+16 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
4 Августа , 09:00

Ăсчахсем рак чирĕнчен сипленмелли вакцинăна регистрацилеме палăртаççĕ

«Имурон-ВАК» вакцинăна çулталăк хушшинче регистрацилеме пултараççĕ тесе пĕлтернĕ Н.Ф. Гамалея ячĕлле Эпидемиологипе микробиологи наци тĕпчев центрĕн наука ертÿçи Александр Гинцбург. Асăннă эмеле Пушкăртстанри медицина тата Мускаври Сеченов ячĕллĕ университетсем пĕрле шухăшласа кăларнă.  

Ăсчахсем рак чирĕнчен сипленмелли вакцинăна регистрацилеме палăртаççĕĂсчахсем рак чирĕнчен сипленмелли вакцинăна регистрацилеме палăртаççĕ
Ăсчахсем рак чирĕнчен сипленмелли вакцинăна регистрацилеме палăртаççĕ

 - Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче  Валентин Николаевич Павлов академикра шăк хăмпи ракĕн тĕртĕмĕн (ткани) тулли коллекцийĕ пур. Эпир унпа усă куратпăр, вăл ĕçе хăвăртрах тума май парать, - тенĕ Александр Гинцбург.

Аса илтеретпĕр, Пушкăрт патшалăх медицина университетне мРНК-технологисене аталантармалли наукăпа технологи центрне йĕркелекен организацисен шутне кĕртнĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас