

Кăшăлвирус хăйĕн хăрушлăхĕпе тата чарăвĕсемпе хыçа юлчĕ темелле, анчах та тухтăрсем темиçе çул иртсен те чир сиенĕ çинчен калаççĕ. Сăмах ÿпкесем пирки мар, сыпăсем çинчен пырать.
Медицина тĕпчевĕсем тăрăх, юлашки çулсенче Раççейре çынсен остеоартроз чирĕпе пуçласа чирлесси 18% ÿснĕ. Тĕслĕхсен çурри ĕç çыннисен ÿсĕмне пырса тивет. Ăсчахсем çакна диагностика лайăх аталаннипе çеç мар, COVID-19 вăхăтĕнче пурнăç йĕрки улшăннипе те çыхăнтараççĕ.
Санитарипе эпидемиологи чарăвĕсем, дистанци мелĕпе ĕçлени, спорт секцийĕсемпе фитнес-клубсем хупăнни, уçăлса çÿреме чарни, диван çинчен тăмасăрах пур ыйтăва та татса памалли йăла миллион çыннăн кулленхи хусканăвне улăштарнă.
Павел Семиченков, аслă категориллĕ тухтăр, хирург, ортопед-травматолог хăш-пĕр пациентсен хушма фактор – инфекци хыççăн шыçăсен тата юн тымарĕсен чирĕсем пуçланни - вĕсене хирĕç ĕçлеме пултарнине те пĕлтернĕ.
- SARS-CoV-2вирус хăш-пĕр даннăйсем тăрăх юнпа лимфа тымарĕсен, лимфа чĕре камерисен сийне сиен кÿме, шыçăсене пуçарма пултарать. Эпĕ инфекци тÿссе ирттернĕ пациентсен сыпă чирĕсем пуçланнине час-часах сăнатăп. Кунта темиçе фактор витĕм кÿни çинчен каласшăн: хусканусем сахал туни, ÿт виçи ытлашши пулни тата чир сиенĕ.
- Остеоартроз грипп чирĕ пек аталанмасть: ĕнер сывлăхлă пулнă, паян чирленĕ мар. Вăл вăрах вăхăта тăсăлать. Çавна пула этем чирĕн пĕрремĕш паллисене шута илмессе пултарать. Малтан сыпăсем кăшт кăчăртатни палăрать. Унтан пусма картлашкисем тăрăх хăпарнă чух аван мар туйăмсем килсе тухаççĕ. Вăрах вăхăт утнă хыççăн чĕр куççи ыратма пуçлать. Ирхине вырăн çинчен тăрсан е вăрах ларнă хыççăн пĕрремĕш утăмсем хĕнпе килеççĕ. Çын яланхи пек çакă ÿсĕме, çанталăка, ывăннине пула тесе шутлать те сипленмесĕрех малалла пурăнать.
Асăннă историре чи начарри чир шала кайсан эндопротезировани туни – чăн-чăн сыпăна искусственнăйпе улăштарни. Кун пек чух операци хыççăн вăрах реабилитаци кирлĕ. Ĕç-пуç ун патне ан çиттĕр тесен пациентăн питĕ тăрăшмалла, - тесе шутлать эксперт.