+17 °С
Дождь


Унччен маларах Серенпе Урняк ялĕсенче пурăнакансем 1966 çулта хăпартнă çуртра медицина пулăшăвĕ илнĕ. Паллах, унти инженери сечĕсем паянхи саманана тивĕçтермен. Халĕ çĕнĕ ФАПра мĕн кирли йăлтах пур: фельдшер тата процедура кабинечĕсем, пациентсене пăхмалли тата йышăнмалли пÿлĕмсем, эмел склачĕ, санузел, ĕç хатĕрĕсене упрамалли вырăн. Ватă тата хăйсем тĕллĕн çÿреймен çынсем валли пандус вырнаçтарнă.
Паянхи кун ФАПра Серен тата Урняк ялĕсенче пурăнакан 421 çын медицина пулăшăвĕ илет. Çав шутра - 55 ача тата ĕç ÿсĕмĕнчи 228 çын.