Урал сасси
+25 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
19 Августа , 05:00

Медицина пулăшăвĕ тата та çывăхрах пултăр тесе

Çак кунсенче Кармаскалă район тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Феликс Сакаев Антунăски ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Ĕçе çакăн пек майпа йĕркелени кашнине илтме, çивĕч ыйтусене оперативлă майпа татса пама пулăшнă.

Медицина пулăшăвĕ тата та çывăхрах пултăр тесеМедицина пулăшăвĕ тата та çывăхрах пултăр тесе
Медицина пулăшăвĕ тата та çывăхрах пултăр тесе

Тĕлпулу вăхăтĕнче Антунăски ялĕнче пурăнакансем специалистсем патне çырăнас, Тинĕскÿл ялĕнчи ФАПа эмелсемпе тивĕçтерес (уйрăмах операцисем хыççăн), МРТ тата хушма тĕпчевсем, поликлиникăра медицина тĕрĕслевĕсем иртес, ялсене кадрсемпе тивĕçтерес ыйтусене çĕкленĕ.

Феликс Сакаев мĕнпур ыйтăва та шута илнĕ, вĕсене татса парас тĕлĕшпе хушусем панă, вăхăтсене палăртнă.

Унсăр пуçне çак кунхине ялта куçса çÿрекен мобильлĕ ФАП ĕçленĕ. Медицина специалисчĕсем 50 çултан аслăрах çынсем валли диспансеризаци йĕркелесе ирттернĕ. Çавăн пекех кăмăл пуррисене те пулăшу панă. Çапла майпа район центрне каймасăр 50 ытла çын экспресс-тĕрĕслев иртнĕ.  

Ирида НОВИКОВА.

Кармаскалă районĕ, Антунăски ялĕ.

Медицина пулăшăвĕ тата та çывăхрах пултăр тесе
Медицина пулăшăвĕ тата та çывăхрах пултăр тесе
Медицина пулăшăвĕ тата та çывăхрах пултăр тесе
Медицина пулăшăвĕ тата та çывăхрах пултăр тесе
Медицина пулăшăвĕ тата та çывăхрах пултăр тесе
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас