Урал сасси
+10 °С
Ясно
Сывлăх сыхлавĕ
10 Сентября , 05:00

Грипран сезонлă вакцинаци тăваççĕ

Грипран сезонлă вакцинаци тăваççĕ

Добавить в предпочтительные источники Google
Грипран сезонлă вакцинаци тăваççĕГрипран сезонлă вакцинаци тăваççĕ
Грипран сезонлă вакцинаци тăваççĕ

Ку сезонра ҫӗршыври халӑхӑн 60 процентне тата хӑрушлӑх ушкӑнне кĕрекен граждансен 75% прививка тума палӑртнӑ. Кӑҫал грипран сыхланассине пӗтӗмпех ҫӗнетнĕ. Вакцинӑсем А вирусӑн икӗ тӗсӗ «Миссурипе» «Дарвин» тата B вирусăн «Токио» тĕсĕсене хирĕç кĕрешĕç.
Эпидемие кĕтсе илме хатĕр пулма тухтӑрсем октябрь уйӑхӗн вӗҫӗччен вакцинаци иртме сӗнеҫҫӗ. Прививка хыҫҫӑн иммунитет хӳтӗлевӗ 8-12 уйӑха упранать.
Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствинче чи малтанах грипран вакцинӑна ачасене тата 60 ҫултан аслӑрах граждансене иммунизацилеме усă курасси çинчен пĕлтернĕ.
Прививкӑна регистрациленӗ е ҫирӗплетнӗ вырӑнта тăваççĕ. «Госуслуги» портал, хӗрӳ линин 122 телефонӗпе е участокри терапевт урлӑ ҫырӑнма пулать.

Автор:Инга Алексеева