

«Фастфуд тата пылаксем хӑвӑрт углеводсемпе, ҫусемпе пуян. Вӗсем хăвăрт, анчах питӗ кӗске вăхăта вăй параççĕ. Ҫавна пула юнри глюкоза шайӗ тӑрук чакать. Шкул ачишӗн ку вăй пĕтнипе, çывăрас килнипе тата тимлӗх тӑрук чакнипе палăрать. Вĕренÿ материалне кун пек чухне ӑша хывма ҫав тери йывӑр», — ăнлантарса панă Татьяна Ханило.
Кун пек апата тăтăшах çисен ачан япала улăшӑвӗ (обмен веществ) тата пуҫ мимин ӗҫӗ пӑсӑлма пултарать. Сӑмахран, пуҫ мимине юнпа тивӗҫтересси начарланать. Ҫакӑ когнитивлӑ пултарулӑха (ӑс-тӑна, шухӑшлав хӑвӑртлӑхне тата вӗренме пултарнине) витӗм кӳрет. Тата тепӗр фактор мӑнтӑрланассипе тата хусканусем тăвасси чакнипе (гиподинамия) çыхăннă.
«Ытлашши виҫе тата мӑнтӑрланас хӑрушлӑх ӳсет, ку вара пӗтӗмӗшле ĕçлес кăмăла тата вӑй-хал хастарлӑхне чакарать», - тенĕ Татьяна Ханило.