

Сывлăх сыхлав министерствин ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, халиччен кашни заявкăна пурнăçлама уйрăм çын кирлĕ пулнă. Çĕнĕ робот кадрсен шутне чакарма пулăшать, унсăр пуçне вăл хăвăртрах ĕçлет. Министр çакна сывлăх сыхлавĕн цифра трансформацийĕн тĕслĕхĕ тенĕ.
Ун сăмахĕсем тăрăх, республика цифровизаципе 10 çул ытла ĕçлет. Вăл пулăшнипе электронлă медицина картти, пĕрлĕхлĕ информаци тытăмĕ, электронлă рецепт, портал урлă çырни, цифрăллă ФАПсем тата телемедицина хута янă. Тĕп принципĕ – хальхи процессене меллĕрех те хăватлăрах формата куçарасси.
- Çĕнĕ робот-хирург медицинăна кĕрсе пырать. Маларах çакă юмах пек туйăннă. Ренгент ÿкерчĕксене вулакан искусствăлла хайлав (ИИ) пирки те çакнах каламалла. Çăмăллăхсем пирĕн ĕçе питĕ хăвăрт кĕчĕç. Пушкăртстан çĕршывра чи малтан цифровизацие пуçларĕ, малтисенчен пĕри пулса цифрăлла трансформацие куçать, - палăртнă Айрат Рахматуллин.