Урал сасси
+10 °С
Ясно
Сывлăх сыхлавĕ
21 Сентября , 12:30

Ҫичӗ ҫул хушшинче Пушкӑртстанра 47 ҫӗнӗ медицина учрежденийĕ уҫнӑ

Пушкӑртстан правительствинче 2019 ҫултан пуҫласа 2026 ҫулччен тӗрлӗ сферӑри ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе явнă. Ларӑва хутшӑнакансем сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвне уйрӑм тимлĕх уйăрнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ҫичӗ ҫул хушшинче Пушкӑртстанра 47 ҫӗнӗ медицина учрежденийĕ уҫнӑҪичӗ ҫул хушшинче Пушкӑртстанра 47 ҫӗнӗ медицина учрежденийĕ уҫнӑ
Ҫичӗ ҫул хушшинче Пушкӑртстанра 47 ҫӗнӗ медицина учрежденийĕ уҫнӑ

Сӑмахран, ҫичӗ ҫул хушшинче республикӑра больницӑсемпе поликлиникӑсен 17 ҫуртне, ҫавӑн пекех 30 тухтăр амбулаторине хăпартнӑ. Медицина учрежденийĕсем валли 35 пин ытла оборудовани туяннӑ. Автопарка 1,2 пин автомобильпе пуянлатнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑри ялсенче 637 ФАП тунӑ, 144 объектра тата 105 организацире тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернӗ.

Пепкесен

вилесси 2019 ҫултанпа икӗ хут ытла, пӗтӗмӗшле вилекенсен шайӗ  пĕрре виççĕмĕш пайне яхӑн чакнӑ. Республикăри халӑха медицина пулӑшăвĕ ҫырлахтарни 70,2 процента, Раҫҫейри вӑтам кӑтарту 56 процента ҫитнӗ.

Автор:Инга Алексеева