+9 °С
Ясно


Архангельск, Элшей, Балтач, Кугарчă, Дуван тата Татăшлă районĕсенчи ултă çул вырăнне юсама палăртаççĕ. Виçĕ вырăнти 14 çухрăм çула хута янă. Сăмах Кугарчă районĕнчи Худайбердин ялĕнчи тухтăр амбулаторийĕ, Архангельск районĕнчи тĕп район больници тата Бурай тĕп район больници патне илсе çитерекен Татăшлă районĕнчи çулсен пайĕ пирки пырать.