Урал сасси
+11 °С
Ясно
Сывлăх сыхлавĕ
25 Сентября , 12:00

Санаторисем ыталрах укçа ĕçлесе илме пуçланă

Кӑҫал санаторисем иртнĕ ҫулхинчен ултӑ процент ытларах укçа ӗҫлесе илнӗ. Пушкӑртстан санаторийӗсем йывăрлăхсене пăхмасăр сыхланса юлнă çеç мар, çитĕнÿсем те кӑтартаҫҫӗ.

Санаторисем ыталрах укçа ĕçлесе илме пуçланăСанаторисем ыталрах укçа ĕçлесе илме пуçланă
Санаторисем ыталрах укçа ĕçлесе илме пуçланă

— Çӗршывӗпе илсен туристсен юхăмĕ пĕр шайра тăрать пулсан та 2026 ҫулӑн малтанхи ултӑ уйӑхӗнче республикăри санаторисем 3,3 миллиард тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ - ку пӗлтӗрхи кӑтартуран ултӑ процент нумайрах, - ӑнлантарса панă ПР ҫӗр тата пурлӑх министрӗ Наталья Полянская.

Пушкӑртстанри сыватмӑшсен ҫӗнӗлĕхĕ - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе ӗҫлени. Цифрӑсем хӑйсен масштабӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ: юлашки ҫулта кӑна 10,3 пине яхӑн СВО салтакĕсемпе вӗсен ҫемйисем сипленсе реабилитаци иртнӗ.

Маларах Пушкăртстанри санаторисенче ытларах пенсионерсем, ҫӑмӑллӑхсене тивĕçекенсем, ӗҫ ветеранӗсем каннă пулсан, паян йыш тӗпрен улшӑннӑ. Канакансен ҫурри тенӗ пек — 45 проценчӗ - 30-45 ҫулсенчи ҫынсем. Халӑхӑн экономика тӗлӗшӗнчен чи хастар пайӗ Турцири канăва мар, Красноусольскри минераллӑ шывсене тата Юматовӑри кăмăспа сипленессине суйлать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас