

Кĕскен каласан система питӗ лайӑх пурнӑҫланать.Пӗр эрнере васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсен 94 проценчĕ чирлĕ çынсем патне 20 минутра килсе çитме ӗлкӗрнӗ.Васкавлă пулăшу ыйтса шăнкăравланисем 18 пине яхӑн пулнине шута илсен ку питӗ лайӑх кӑтарту.
Йывӑр лару-тӑрура ҫынсене ҫӑлас тесе эрнере пилӗк хутчен санитари авиацине сывлӑша ҫӗклеме тивнӗ, вĕсен хушшинче пӗр ача та пулнӑ.ПациентсенеБелорецк, Туймазӑ, Татӑшлӑ, Давлекан тата Балтач районӗсенчен Ĕпхÿри сиплев учрежденийӗсене илсе ҫитернӗ.Тухтӑрпатне ҫырӑнассите çăмăлланнă.Паянхи кун терапевтсемпе педиатрсем патне ҫырӑнма 25 пине яхӑн пушӑ вырӑн пур.
Пӗр эрнере кӑна 600 пин ытла ҫын контакт-центр урлӑ тухтăр патне çырăннă. Асăннă хисеп пĕчĕк мар, системăна пысăк тиев лекет пулсан та вăл пӗр кӑлтӑксӑр ĕçлет. Тухтăрсене киле чĕнсе илесси 14 085 хут пулнă, 6763 пациента кӗтекен список (список ожидания) урлă йышăннă.
Унсӑр пуҫне апрель уйӑхӗнчен пуҫласа сентябрь уйӑхӗччен тăсăлнă "Сывлăхлă республика" акци вӗҫленнĕ. Тухтӑрсем республикăри 412 яла ҫитнĕ, 185 пине яхӑн ҫын сывлăхне тĕрĕслеме пултарнă. Специалистсем пурĕ 184 748 тӗрӗслев тата 49 564 рентген-тӗрӗслев ирттернӗ, ҫав шутра - 24 444 флюорографи, 14 531 маммографи тата 10 589 УЗИ. Миçе чире малтанхи тапхӑрта тупса палăртнине, пур карттӑна шута илсен паллă пулĕ. Анчах та паянхи акцие ахальтен ирттерменни куç умĕнче.