Пур хыпар та
Туризм
4 Нарӑсӑн , 10:02

Туризм бизнесне аталантарма 3,7 миллиард тенкĕлĕх пулăшу панă

«Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕ ĕçленĕ хушăра пушкăрт усламçисем 3,7 миллиард тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Вĕсенчен 1,4 млрд тенки — федераци бюджетĕнчен.

Туризм бизнесне аталантарма   3,7 миллиард тенкĕлĕх пулăшу панă
Туризм бизнесне аталантарма 3,7 миллиард тенкĕлĕх пулăшу панă

Асăннă нухрата пĕлтерĕшлĕ инфраструктура проекчĕсене пурнăçа кĕртме уйăрнă. Икĕ çул хушшинче пуçарусен 60% пурнăçланнă. Çакăн пирки ПР предпринимательство тата туризм министрĕ Зухра Гордиенко пĕлтернĕ.
– Инфраструктурăна аталантарма усламçăсем хăйсем пысăк витĕм кÿнĕ. Вĕсем хăйсен укçи-тенкипе хăна çурчĕсем хăпартнă, сăрт-ту ҫинчи çулсене тунă, туристсем çÿрекен вырăнсене хăтлăх кĕртнĕ, – палăртнă ведомство пуçлăхĕ.
2023-2024 çулсенче глэмпингсемпе кемпингсене номерлĕ фонда хута янăран республикăра вĕсен шучĕ 800 çитнĕ. Çакă «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕн тĕп кăтартăвĕсенчен пĕри тесе çирĕплетнĕ министр. 2020 çултан регионта глэмпингсен шучĕ 5-рен пуçласа 120-ме çитнĕ.
–Модульлĕ çĕнĕ производствăсем уçăлнăран глэмпингсен кирлĕлĕхĕ ÿснĕ. Халĕ вĕсем республикăра 25 ытла, – пĕлтернĕ Зухра Гордиенко.
Инвестици сехетĕнче пулăшăва тивĕçнĕ инвестици проекчĕсем ытларах Белорецкпа Нуриман, Бурзянпа Баймак, Караидельпе Абзелил районĕсенче, Ĕпхÿре пурнăçланаççĕ. Усламçăсем федераци субсидийĕпе усă курса 12 муниципалитетра 28 пляж йĕркеленĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: