«Туризм отраслĕшĕн, çавăн пекех хăна çурчĕсен бизнезĕшĕн çынсене канма тивĕçлĕ хăтлă условисем туса парасси пĕлтерешлĕ», - тесе çирĕплетнĕ ПР предпринимательство тата туризм министрĕ Зухра Гордиенко.
Туризм ĕçĕнчи туртăмсемпе çул-йĕрсем тата унти йывăрлăхсемпе вĕсене мĕнле çĕнтермелли çинчен Раççейри Рестораторсемпе отельерсен федерацийĕн хăна çурчĕсемпе ĕçлекен представительство ертÿçи Маргарита Аглетдинова-Сутюшева паллаштарнă. Вăл «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне туризм секторĕн виçи çĕршывра туса кăларакан мĕнпур таварсен 5 проценчĕпе танлашмаллине палăртнă. Планпа палăртнă тăрăх, туристсене пулăшу парассине экспорт шайĕнче виçĕ хут ÿстермелле. Çĕршыв ăшĕнчи çул-çÿревсен шучĕ çулталăкра 140 миллиона çитмелле.
«Пушкăртстан Республикинчи туризма аталантармалли центр» автономлă комммерцисĕр пĕрлешÿ директорĕн çумĕ Артур Идельбаев туризма йĕркелекенсен тăрăшуллăхне пĕрлештерме тата пулăмлă (событейный) мероприятисен пĕр графикне тума сĕнÿ панă.
«Пулăмлă туризм пирĕн регион аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ фактор пулса тăма пултарать. Туристсене явăçтарса эпир яланах хăна çурчĕсене тулли тытăпăр, унсăр пуçне кирлĕ инфраструктурăна никĕслеме пултаратпăр»,- тенĕ спикер.
Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, туризм бизнесне аталантарма Пушкăртстан 3,7 млрд тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.