Пур хыпар та
Туризм
21 Мартӑн 2025, 15:06

Архангельск районĕнче модульлĕ çĕнĕ хăна çурчĕ хăпартĕç

ПР Аталану корпорацийĕ инвестора проектăн пур тапхăрĕнче те пулăшĕ.

Архангельск районĕнче модульлĕ çĕнĕ хăна çурчĕ хăпартĕç
Архангельск районĕнче модульлĕ çĕнĕ хăна çурчĕ хăпартĕç

Пушкăртстанри Архангельск районĕнчи илемлĕ вырăнта çĕнĕ турист комплексĕ уçăлĕ. ПР Аталану корпорацийĕ модульлĕ хăна çурчĕн проектне тăратнă, вăл вырăнти предпринимательсене явăçтарма тивĕç. Усламçăсем глэмпинга хăпартма 34 миллион тенке яхăн хывма палăртаççĕ.

- Çулсерен пин-пин турист Архангельск районĕн паллă вырăнĕсене – Аскинти пăрлă çĕр хăвăлне,  Атыш тата Абзан шыв сиккисене, Инзер юхан шывĕн çыранĕ хĕррине килсе кураççĕ, анчах та кирлĕ пек инфраструктура тăвасси паянхи кунччен çивĕч тăрать, - палăртать ПР Аталану корпорацийĕн тĕп директорĕ Наиль Габбасов.

- Проекта пурнăçлас текен инвестор ĕçĕн пур тапхăрĕнче те Аталану корпорацийĕн пулăшăвне шанса тăма пултарать, - хушса каланă Наиль Габбасов. – Панă параметрсем тăрăх уйрăм расчетсем тăвăпăр, бизнеса пулăшу паракан институтсемпе çăмăллăхлă майпа укçа-тенкĕ уйăрасси пирки калаçса татăлăпăр.

ПР Аталану корпорацин специалисчĕсем проектсене, концепци тăвассинчен пуçласа хута яриччен, тÿлевсĕр илсе пыраççĕ.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроектТуризмигостеприимство

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас