Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, «Аэрофлот» авиакомпани эрнере икĕ хутчен вĕçекен рейссене йĕркелĕ.
«Çакă çул çÿрев çÿреме юратакансемшĕн çеç мар, экономикăпа бизнес сферинче ĕçлекенсемшĕн те лайăх хыпар.
Китай Пушкăртстанăн чи пĕлтерĕшлĕ ĕçтешĕ шутланать. Ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленни пирĕншĕн пĕрремĕш вырăнта тăрать», -тесе çырнă республика ертÿçи хăйĕн социаллă сечĕсенче.
Çавăн пекех Радий Хабиров Ĕпхури аэропортран самолетсем тĕнчери 16 çул-йĕрпе вĕçнине тата вĕсен шучĕ хушăнассине пĕлтернĕ. Сăмахран, апрель уйăхĕн 24-мĕшĕнчен Стамбула хушма рейс уçăлать. Унсăр пуçне Казахстанпа тÿрĕ çул çÿрев йĕркелес тата Минск хулине иккĕмĕш рейс уçас ыйтусене сÿтсе яваççĕ.