Пур хыпар та
Туризм
2 Апрелӗн 2025, 15:32

Регионти туризма аталантарма 226 млн тенкĕ уйăрĕç

Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров кăçал республикăри туризма аталантарма субсиди уйăрасси пирки лару ирттернĕ.

Регионти  туризма аталантарма 226 млн тенкĕ уйăрĕç
Регионти туризма аталантарма 226 млн тенкĕ уйăрĕç

Кăçал федераллă центр Пушкăртстана асăннă отрасль валли 226 млн тенкĕ уйăрнă. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 36 процент нумайрах. Укçа-тенке юхан шыв тăрăх юхмалли тата автомобиль маршручĕсен объекчĕсене тума, геопарксен территоринчи инвестици проекчĕсене пурнăçлама усă курĕç.

2025 çулта 37 проект пулăшу илĕ. Вĕсен шутне кемпингсен, пляжсен, бассейнсен, турист маршручĕсен тата тулли пурнăçпа пурăнайман çынсен проекчĕсем кĕреççĕ. Çавăн пекех укçана пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене йĕркелесе ирттерме, хуласенчи турист центрĕсене тирпей-илем кĕртме усă курĕç.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Туризмигостеприимство

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас