Вăл виçĕ кун тăршшĕ тăсăласси çинчен ПР Предпринимательствăпа туризм министерстви пĕлтернĕ.
Çул-çÿрев унки çакăн пек йĕркепе иртĕ: Ĕпхÿ хули – Кăвак кÿлĕ (Голубое озеро) – Торатау ту – Воскресенское ял - Мурадым ту хушăкĕ (Мурадымовское ущелье) – Шульган-Таш заповедник – Талкас кÿлĕ – Гадельша шывсикки (водопад Гадельша) – Крак ту хырçи (Хребет Крака) – Арвякрязь ту – Хăмла çырла тăвĕ (Малиновая гора) – Инзер юхан шыв – Кĕçĕн Ямантау ту (гора Малый Ямантау) –Шупка хĕрлĕ чул хысакĕсем (Розовые скалы) – Аскин ту хăвăлĕ (Аксинская пещера) – Атыш шывсикки – Ĕпхÿ хули.
Маршрутри паллă вырăнсенче «Ылтăн ункă» çинчен çĕнĕ информаци паллисем пулĕç. Çавăн пекех туризм инфраструктурине те аталантарма палăртаççĕ: глэмпинг зонисене йĕркелесси, маршрут вырăнĕсене илсе çитерекен автомобиль çулĕсене юсасси.