Пур хыпар та
Туризм
29 Майӑн 2025, 13:00

Юмашсем туризм сезонне уçнă

Чекмагуш районĕнчи Юмаш шкулĕ «Юмаш сукмакĕсем» туризм маршручĕн проектне хатĕрлет. Вырăнти нумай функциллĕ культура çурчĕн «Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамблĕ хаваспах проект ĕçне пуçăннă.

Юмашсем туризм сезонне уçнă
Юмашсем туризм сезонне уçнă

Чăваш коллективĕн пайташĕсем туристсен ушкăнне «Чуччу» кану лапамĕнче юрă-ташăпа ăшшăн кĕтсе илнĕ. Унсăр пуçне йĕркелÿçĕсем «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ ( тĕп директорĕ – Вадим Соколов) пĕçерсе кăларакан çăкăра астивсе, курăкран вĕретнĕ сиплĕ чее ĕçсе пăхма сĕннĕ. Аслисем те, ачасем те Юмаш ялĕ туристсемшĕн илĕртÿллĕ вырăн пулнине ĕненнĕ. Асăннă çулçÿрев пуриншĕн те чăн-чăн урок пулса тăнă.

Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.  

Юмашсем туризм сезонне уçнă
Юмашсем туризм сезонне уçнă
Юмашсем туризм сезонне уçнă
Юмашсем туризм сезонне уçнă
Юмашсем туризм сезонне уçнă
Юмашсем туризм сезонне уçнă
Юмашсем туризм сезонне уçнă
Юмашсем туризм сезонне уçнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас