Пур хыпар та
Туризм
11 Июнӗн 2025, 13:00

Пушкăртстанра туристсен юхăмĕ пилĕк процента ÿснĕ

Иртнĕ çул республика  2 257,1 пин туриста йышăннă, çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан пилĕк процент нумайрах.

Пушкăртстанра туристсен юхăмĕ пилĕк процента ÿснĕ
Пушкăртстанра туристсен юхăмĕ пилĕк процента ÿснĕ

Лайăх кăтартусене «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕн витĕмĕпе тума пултарнă.  Иртнĕ çул республикăра çĕнĕ турист вырăнĕсем уçăлнă. «Торатау» геопаркра - «Этнокомплекс», «Янган-тау» геопаркра  - «Салауат ере» комплекс, Чишма районĕнче  «Турхан» визит центр уçнă.

Иртнĕ çул вĕçĕнче республикăра 600 хăна çурчĕпе санатори ĕçленĕ. Пĕтĕмпе 120 глэмпинг пур, вĕсенчен 101- шĕн çулталăкĕпех хăнасемшĕн алăкĕсем уçă. Иртнĕ  çул 33 инвестици проекчĕ валли 108 млн тенкĕ уйăрнă. Модульлĕ çуртсем хăпартмалли 45 проект валли 250 миллион тенке яхăн укçа панă. Çакă тата 527 çын вырнаçмалăх канмалли вырăн уçма пулăшнă.  

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас