Пур хыпар та
Туризм
26 Июнӗн 2025, 11:00

«Павловкăри тĕнче çÿревĕ» туризм маршручĕ уçăлнă

Пушкăртстан Республикинче «Павловкăри тĕнче çÿревĕ» автомобильпе иртме май пур çĕнĕ туризм маршручĕн хăтлавĕ иртнĕ. Ăна ПР Предпринимательство тата туризм министерстви, «Роснефтьпе» «Башнефть» компанисем хатĕрленĕ.  

«Павловкăри тĕнче çÿревĕ» туризм маршручĕ уçăлнă
«Павловкăри тĕнче çÿревĕ» туризм маршручĕ уçăлнă

Маршрутăн вăрăмăшĕ 350 çухрăмпа танлашать, унăн хăйне евĕрлĕхĕ – çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче çут çанталăкăн илемлĕ те паллă вырăнĕсене çитсе курма майсем пурри.

ПР предпринимательство тата туризм министрĕ Азат Галин палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче Пушкăртстанра туризм вăйлă аталанать. Уйрăмах ПР Экономика аталанăвĕн министерстви тимлекен машинăпа иртме май пур маршуртсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. «Пушкăртстанăн ылтăн унки» маршрут Раççей Федерацинчи тĕслĕхлĕ маршрутсен шутне кĕнĕ. Туристсен ытларах пайĕ машинăпа килеççĕ. Хăнасен шутĕнче Казахстан, Челябинскпа Свердловск облаçĕсен тата Пермь крайĕн çыннисем пулаççĕ.  

«Павловкăри тĕнче çÿревĕ» маршрут Пушкăртстанăн çурçĕр-хĕвеланăç енчи пĕлтерĕшлĕ туризм вырăнĕсене пĕрлештерет. Çул çÿрев Успенски Çветтуй Георги арçынсен чиркĕвĕнчен (паломниксен хушшинче ăна «Святые Кустики» теççĕ)  пуçланать. Малалли çул Хĕрлĕ чулсем (Павловка водохранилищи хĕрринчи илемлĕ вырăн) патне выртать. Çакăн хыççăн туристсене Раççейри чи вăйлă  Хĕрлĕ Çăлкуç тата Сарва кÿлĕ-çăлкуç хăйсем патне илĕртеççĕ. Унти тăрă шыв хĕлле те шăнмасть.    

«Павловкăри тĕнче çÿревĕ» туризм маршручĕ уçăлнă
«Павловкăри тĕнче çÿревĕ» туризм маршручĕ уçăлнă
«Павловкăри тĕнче çÿревĕ» туризм маршручĕ уçăлнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас