Пур хыпар та
Туризм
15 Сентябрӗн 2025, 19:50

Иртнĕ çулта Пушкăртстанра 2,2 млн ытла турист пулнă

Республика хăйне евĕр çут çанталăка, паллă культура вырăнĕсене, тараватлăха тата инфроструктурăна аталантарнине пула туристсене хăй патне туртать.

Иртнĕ çулта Пушкăртстанра 2,2 млн ытла турист пулнă
Иртнĕ çулта Пушкăртстанра 2,2 млн ытла турист пулнă

Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров регионта туризм отрасльне аталантармалли программа ăнăçлă пурнăçланнине аса илтернĕ.

2024 çулта туризма аталантарма 951 млн тенкĕ нухрат уйăрнă. Паллă вырăнсем çĕкленнĕ – Торотау шихан патĕнче этнокомплекс, «Янган-Тау» геопаркра «Салауат ере» историпе асăну комплексĕ тата Чишма районĕнче «Тура-Хан» визит центрĕ ĕçле пуçланă.

Хальхи самана ыйтакан хăтлă хăна çурчĕсемпе турист центрĕсем Ĕпхÿре, Бирскра, Çтелĕре тата Белорецкра хута янă. «Ĕпхÿ» тĕнче шайĕнчи аэропорт территоринче тĕнче стандардне тивĕçтерекен «Небоарт» çĕнĕ хăна çурчĕн комплексне туса пĕтернĕ.

Глемпингсен шучĕ пиллĕкрен 120 çитнĕ. Туризм инфраструктурине аталантармалли 33 проекта тата модульлĕ хатĕрсене вырнаçмалли вырăнсене йĕркелемелли  45 проекта пурнăçа кĕртме пулăшнă.

«Эпĕ çак тунă утăмсем туристсемшĕн Пушкăртстана тата та илĕртÿллĕрех тăвасса шанатăп. Малалла та ĕçлетпĕр, республикăн кашни хăни хăйне кунта килти пек туйтăр, кунта пурăнакан çын  çак çуртпа мăнаçлантăр. Эпĕ пушкăрт тăрăхĕнчен илемлĕрех ен урăх çук тесе шутлатăп.  Пĕр территоринче авалхи çĕр хăвăлĕсем (пещера), сăрт-тусем, таса та тарăн кÿлĕсем, çеçен хирсемпе чăтлăхлă вăрмансем вырнаçнинчен тĕлĕнмелле», - тесе çырнă премьер-министр социаллă сетьсенче.

Юрий СНЕГОПАД.

Иртнĕ çулта Пушкăртстанра 2,2 млн ытла турист пулнă
Иртнĕ çулта Пушкăртстанра 2,2 млн ытла турист пулнă
Иртнĕ çулта Пушкăртстанра 2,2 млн ытла турист пулнă
Иртнĕ çулта Пушкăртстанра 2,2 млн ытла турист пулнă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас