Пур хыпар та
Туризм
27 Октябрӗн 2025, 16:00

Пушкăртстанра тата тепĕр хăна комплексĕ хăпартĕç

Регион правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Абзелил районĕнче çĕнĕ хăна комплексĕ хăпартĕç.

Пушкăртстанра тата тепĕр хăна комплексĕ хăпартĕç
Пушкăртстанра тата тепĕр хăна комплексĕ хăпартĕç

Магнитогорскри металлурги комбиначĕ (ММК) Абзелил тăрăхĕнчи Яктыкуль кÿлĕ хĕрринче «Эко-деревня-2» VIP-комплекс хăпартма 17,5 гектар çĕр лаптăкĕ тара илесси пирки калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Çĕнĕ комплекс 2023 çулта уçăлнă «Эко-деревня» çывăхĕнче вырнаçĕ.

Инвестор проекта пурнăçа кĕртме 300 млн тенкĕ уйăрĕ. Çапла Абзелил тăрăхĕнче çĕнĕ 27 ĕç вырăнĕ уçăлĕ.

ММК республика правительствипе инвестицисене пулăшасси тата хÿтĕлесси çинчен килĕшÿ тунă. Регион ертÿçи Радий Хабиров çĕр лаптăкне суту-илÿсĕр уйăрса парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă.   

Эко-яла тăватă тапхăрпа хăпартĕç. Объектсене 2032 çулта хута ярĕç. Хăна комплексĕ хăна номерĕсенчен, çурчĕсенчен, мунчасенчен тăрĕ. Унсăр пуçне кунта турист хатĕрĕсене тара илме пулĕ.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас