Пур хыпар та
Туризм
4 Нарӑсӑн , 17:00

Инвестор 49 млн тенкĕлĕх туристсен базине хăпартĕ

Пушкăртстанри Бурзян районĕнче туристсен бази пулĕ, унăн пуçаруçи - «Сенсия» компани.

Инвестор 49 млн тенкĕлĕх туристсен базине хăпартĕ
Инвестор 49 млн тенкĕлĕх туристсен базине хăпартĕ

Ăна приоритетлă инвестици проекчĕсен шутне кĕртнĕ. Туристсен базин хакĕ 49 миллион тенкĕпе танлашĕ. Ун территоринче 13 çурт, беседкăсем, турист оборудованине проката паракан пункт, администраци зданийĕ пулĕ. Çавăн пекех инвестор кемпинг тата темиçе кану зони йĕркелеме палăртать.

Асăннă проект приоритетлисен шутне кĕни компание çĕр лаптăкне аукцион ирттермесĕрех тара илме май парĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас