Урал сасси
+16 °С
Ясно
Туризм
12 Февраля , 09:00

Туристсен юхăмĕ 2% чакнă

Пушкăртстана килекен турист çул çÿревĕсен шучĕ 2025 çулта 1,91 миллионпа танлашнă. Çак кăтарту 2024 çулпа танлаштарсан 37,7 пине е 2% чакнă.

Туристсен юхăмĕ 2% чакнăТуристсен юхăмĕ 2% чакнă
Туристсен юхăмĕ 2% чакнă

Атăлçи федераллă округра туристсен юхăмĕ 5,5% ÿснĕ, çул çÿревсен шучĕ 19,4 миллионпа танлашнă.

Туристсен юхăмĕпе Атăлçи федераллă округра мала Тутарстан (4,66 млн çул çÿрев), Чул хула облаçĕ (3,2 млн), Самар облаçĕ (1,92 млн.) тухнă. Пушкăртстан - тăваттăмĕш вырăнта. Чи пĕчĕк кăтартусем Мари Эл Республикинче (312,17 пин çул çÿрев), Мордовинче (325,32 пин) тата Пенза облаçĕнче (525,33 пин) пулнă.

Туристсен шучĕ Чăваш Енре – 39,1%, Чĕмпĕр облаçĕнче 25,8% тата Самар облаçĕнче 16,2% чакнă пулсан, Удмуртинче 1,5 хут е 49% ÿснĕ, Чул хула облаçĕнче - 26,2%, Мордовинче - 25,7%.

Туристсем нумай килекен 10 регион шутне Мускав облаçĕ, Мускав хули, Краснодар крайĕ, Санкт-Петербург хули, Ленинград облаçĕ, Тутарстан, Крым, Тверьпе Свердловск тата Чулхула облаçĕсем кĕнĕ. Юлашки теçеткене Ненец автономи округĕ, Тыва Республики, Еврей автономи округĕ, Чукотка автономи округĕ, Калмыки, Магадан облаçĕ, Ингушети, Çурçĕр Осети, Коми тата Якути кĕнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас