

Вĕренĕве куç кĕрет тата дистанци мелĕпе йĕркеленĕ. Дипломсене май уйăхĕн вĕçĕнче чаплă лару-тăрура парĕç. «Шыв туризмĕ енĕпе инструктор - çул ертÿçи» курса итлекенсем турист ушкăнĕсемпе ĕçлемелли, шыв маршручĕсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли, пĕрремĕш тата психологи пулăшăвĕ памалли хăнăхусене алла илнĕ.
- Квалификациллĕ инструктор - çул ертÿçисене хатĕрлени регионти туризма аталантарма, туризмпа çыхăннă çăмăллăхсен пахалăхне тата хăрушсăрлăхне ÿстерме пулăшать. Алла илнĕ пĕлÿпе хăнăхусем çĕнĕ те хăрушсăрлăхлă маршрутсем йĕркелеме май парĕç, - палăртнă ПР туризм тата предпринимательство министрĕ Светлана Верещагина.