

Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм Адыгей Республикинче Уна-Коз ту çывăхĕнче иртнĕ. Елена Валериевна «Çĕршыва уç» («Открывай страну») Пĕтĕм Раççейри конкурсăн «Навигаторсем» номинацинче çĕнтернĕрен çул çÿреве кайма тивĕçнĕ. Асăннă конкурс «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ витĕмĕпе иртнĕ.
Хăйĕн пурнăçне педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă чăваш хĕрарăмĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 27 çулпа танлашать. Çирĕм çиччĕшĕ те шкул-интернат стенисен хушшинче иртнĕ.
«Маевка – 2026» туристсен слетне Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен 600 ытла çын хутшăннă. Вĕрентекенсем кунта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, çĕннине вĕреннĕ. Слет программи пуян та интереслĕ пулнă: слет лагерĕнче вĕренÿ трекĕсем итленĕ, туризмпа çыхăннă проектсем хатĕрленĕ, спортпа туризм мероприятийĕсене хутшăннă, шыравпа хăтару хăнăхăвĕсенчен тăракан маршрутсем тăрăх иртнĕ. Унсăр пуçне слета пухăннисем Адыгей Республикин пуян культурипе тата йăли-йĕркисемпе паллашнă.
«Маевка – 2026» форум педагогсене шкул ачисемпе походсем йĕркелемелли методика инструменчĕсене алла илме, ытти регионсенчи ĕçтешĕсен опычĕпе паллашма, ачасемпе çамрăксен туризмĕн вырăнĕпе пĕлтерĕшне ăша хывма пулăшнă.