+12 °С
Облачно


"Ковчег" компани 449 млн тенкӗлӗх комплекс хăпартĕ, унта 30 ҫынна ӗҫ вырăнĕ уçăлĕ. Проектра эко-парк, вунӑ хӑна ҫурчӗ, ресторан, кофейня, лаша витипе манежсем, выльӑх-чӗрлӗхе вăхăтлăха вырнаçтармалли ҫурт, ҫавӑн пекех ветеринари комплексӗ тума палӑртнӑ.
Хӑнасене
иппотерапипе (лаша утланса реабилитаци иртесси) канистерапи (ятарласа вĕрентнĕ йытăсемпе реабилитаципе сиплев иртесси) занятийӗсем пулӗҫ. Пушкӑртстанри аталану корпорацийӗн специалисчӗсем çак ĕç валли уйăрнă ҫӗр лаптӑкне тишкернӗ, вырӑнти влаҫсемпе кĕмелли çула йӗркелес, инженери сечӗсемпе ҫыхӑнтарас ыйтӑва сÿтсе явнă.