

Министрсен кабинечĕн пуҫлӑхӗ иртнĕ çул Пушкӑртстанра туристсен юхăмĕ 8,2 процент ӳссе 2,4 млн ҫул ҫӳреве çитнине палӑртнă. Ҫулсерен юхан шыв тăрăх каймалли çул çÿреве 60-80 пин ҫын хутшӑнать. Концепци эксперимент шайĕнчи тӑватӑ пилотлӑ маршрута палӑртнă: 91 ҫухрӑм Шуратӑл тӑрӑх, 84 ҫухрӑм Ай юхан шывӗсем тӑрӑх, 44 çухрăм Юрюзань тата 120 ҫухрӑм Сакмар тӑрӑх. Специалистсем чарӑнмалли вырăнсене тата туризм инфраструктури валли лапамсен списокӗсене хатĕрленĕ. Кадастр ӗҫӗсем ирттересси, кану вырӑнӗсене йӗркелесси, инструкторсем хатӗрлесси тепӗр тапхӑр пулӗ.
- Пирӗн юхан шывсем тăрăх каяссине хӑрушлӑхсӑр, меллӗ, чаплӑ тумалла, - тесе çырнă Андрей Назаров социаллă сетьсенче. - Кун пек чухне, паллах, чи малтан ҫут ҫанталӑка упраса хăварассине мала хуратпӑр.